| 5326 | Усал сӑмах чӗрене тивет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5325 | Усал сӑмах ырӑ сӑмаха итлемест. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5327 | Усал сӑмахӑн сӑнни вӑрӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5328 | Усал сӑмахӑн ури вӑрӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5329 | Усал хыпар тӳр ҫулпа, ырӑ хыпар ҫавра ҫулпа. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5330 | Усал хыпар утпа ҫӳрет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5331 | Усал хыпар ыр хыпартан маларах. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5332 | Усал хыпара лав кирлӗ мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5333 | Усал чӗлхе пуҫа кастарать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5334 | Усал чӗлхеллӗ ҫын ҫӗр ҫинче малалла каяймӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5335 | Усал чӗлхерен тарса хӑтӑлаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5337 | Ут вӗҫерӗнет — тыттарать, сӑмах вӗҫерӗнет — тыттармасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5338 | Утма пӗлмен ал туйи пите килсе вӑрӑнать, пуплеме пӗлмен сӑмах пите килсе памас. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5339 | Утма пӗлмен патак пуҫа вӑрӑннӑ, калама пӗлмен сӑмах пите вӑрӑннӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5340 | Утнӑ утӑм виҫеллӗ, ҫӑвартан тухни виҫесӗр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5336 | Ӳсӗр ҫын сӑмаххи пуш кӗленче хакне те тӑмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5341 | Ӳт чӑлхенӗн шӑмми ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5342 | Ӳт чӗлхенӗн шӑмми ҫук, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5343 | Ӳтлӗ сӑмах ӳпкере, чӗрӗ сӑмах чӗрере. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5345 | Халап ҫапса хапха тӑррине улӑхаймӑн, йӑмах ярса юман тӑррине улӑхаймӑн теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5344 | Халап ҫапса хапха тӑррине улӑхаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5346 | Халӑх сӑмахӗ пулӑ шӳрпи мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5347 | Халӑх сӑмахӗ тӑварлӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5348 | Халӑх сӑмахӗ хӑватлӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5349 | Халӑх сӑмахӗ хӑмла хуппи мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5350 | Халӑх сӑмахӗнчен тарса хӑтӑлаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5351 | Халӑх ҫӑварӗ хапха теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5352 | Халӑх ҫӑварне кӗнӗ шӑпчӑк сасси аслати сасси пулса тухать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5353 | Халӑх ҫӑварне кӗрсен пулать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5354 | Халӑх ҫӑварне чарайман, а хапхана чарнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5355 | Халӑх ҫӑварне чарма ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5356 | Халӑх ҫинчи сӑмах такана ҫинчи шыв пек. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5358 | Халӑх хайласа калаҫать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5357 | Халӑх шав-шавӗ пӗр вӗҫлӗ, шав-шав сӑмахӗ ҫӗр тӗслӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5359 | Хальхи — хальхи хапха умӗнче, каланӑ сӑмахсем — чӗре кутӗнче. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5360 | Хаяр ҫыннӑн сӑмахӗ те усал. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5361 | Хаяр чӗлхелле ҫынпа ан тавлаш, ун вучӗ ҫине вут хурса ан амалантар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5362 | Хӗрех те пӗр кун ҫын пӗр сӑмах илтмесен антӑра-сухра пулать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5363 | Хӗрӗх шӑл хушшинчен тухсан хӗрӗх яла сарӑлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5364 | Хирӗҫле сӑмаха хирлени те юратман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5365 | Хуҫи калать арӑмне, арӑмӗ калать кӳршине, кӳрши — пӗтӗм тӗнчене. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5366 | Хыпар ӑсатма лав кирлӗ мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5367 | Хыпар ҫӳретнӗшӗн ҫул укҫи ыйтакан ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5368 | Хыпар хутаҫҫи яланах тулса-пушанса тӑрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5370 | Хыпар-хӑнар хӑлатран та хӑвӑрт вӗҫет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5369 | Хыпарне кура хыпарҫи. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5371 | Чакакӑн хӳри вӑрӑм, чараксӑр ҫӑварӑн чӗлхи вӑрӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5372 | Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын ҫӑварне яланах элек йӑва ҫавӑрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5373 | Чарусӑр ҫӑвара чарак кирлӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5389 | Чӑлхе кӗҫӗтсен чӑлӗм пӑхпе сӗр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |